Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне палӑртнӑ май Чӑваш наци музейӗ тата ун филиалӗсем ҫынсене тӳлевсӗр кӗртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче Ф.С. Васильев музейӗ пур.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче музейра Уҫӑ алӑксен кунӗ тата парне кунӗ иртнӗ. Ҫак кун музея кашниех тӳлевсӗр кӗрсе курма пултарнӑ. Ял ӗҫченӗсем музей ертӳҫи Н. Яковлева ирттернӗ экскурсие интересленсех итленӗ, хӑйсем кӑмӑллӑ пулнине пытарман.
Хӑнасем пушӑ алӑпа килмен. Вӗсем музея тата темиҫе экспонатпа пуянлатса хӑварнӑ тесе пӗлтерет аваллӑх управҫин пуҫлӑхӗ Н. Яковлева пӗлтернӗ. Унта, сӑмахран, Кивӗ Матьӑкри Афган вӑрҫин паттӑрӗ Юрий Тарасов ҫитӗннӗ сӑпка музейра вырӑн тупнӑ.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ — Туберкулезпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун. Республикӑра ҫак кун тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Паянтан Чӑваш Енре «Шурӑ салтак тӳми» уйӑх пуҫланать. Пуш-ака уйӑхӗсенче республикӑри пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Унта флюорографи тума май пур.
Паян Республикӑри туберкулезпа кӗрешмелли диспансерта 17 сехетчен «хӗрӳ» лини ӗҫлӗ. Туберкулезран сипленмелли тата профилактика тӗлӗшӗпе ыйтусем пама юрать. Фтизиатр тухтӑрсем (8352) 58-03-86, (83533) 2-24-02, (8352) 73-28-03, (83544) 3-02-10 номерсемпе шӑнкӑравласан хуравлаҫҫӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ тата тӑлӑх ачасем пурӑнакан организацисенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫурчӗсене шӑпӑрлана ҫемьене илме ӗмӗтленекенсем килме пултарнӑ. Ҫавӑн пекех общество организацийӗн элчисем, тӑлӑхсене шӑпишӗн пӑшӑрханакансем ҫитнӗ.
Хӑнасемпе экскурси ирттернӗ, хӑтлав, ӑсталӑх класӗ кӑтартнӑ. Вӗсене ачасем ертсе пынӑ. Паян опека тата попечительлӗх органӗсемпе, юристсемпе, педагогсемпе, психологсемпе калаҫма май пулнӑ.
Сӑмах май, халӗ Чӑваш Енре 132 ача ҫемье ӑшшине кӗтет.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра каллех уҫӑ алӑксен кунне ирттерме палӑртнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ, 12 сехетре пуҫланӗ.
Ҫамрӑксемпе факультетсен деканӗсем калаҫӗҫ, ертӳлӗх тӗлпулу ирттерӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене университетпа паллаштарӗҫ, музея кӗртӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Ҫак кун килнӗ яш-хӗре китай чӗлхипе культурин центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ун чухнех тӗнче тетелӗнче иртнӗ «Чӑваш чӗлхине пӗлекенсем» олимпиада ҫӗнтерӳҫисене те чыслӗҫ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ пурне те хапӑл тусах кӗтет.
Чӑваш Енри наркологсем Уҫӑ алӑксен кунне ирттернӗ. Шурӑ халатлисем эрехрен, пирусран тата компьютер вӑййисенчен хӑпайман ҫынсемпе калаҫнӑ.
Уҫӑ алӑксен кунӗ нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче республикипех иртнӗ. Чи малтанах тухтӑрсемпе эрех-сӑраран писеймен ҫынсем чуна уҫса калаҫнӑ. Вӗсем валли ӑсталӑх класӗсем, психокоррекци занятийӗсем ирттернӗ.
Унтан шурӑ халатлисем патне компьютер вӑййисене путнӑ ҫынсем канашлама килнӗ.
Сӑмах май, Республикӑри наркологи диспансерӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ кашни виҫҫӗмӗш шӑматкун иртет. Тепри пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулӗ.
Иртнӗ ҫулшӑн ҫӗр, транспорт тата пурлӑх налукӗсене тӳлес ыйтусене уҫӑмлатма Федерацин налук службин инспекцийӗсенче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Ӑна хальхинче авӑнӑн 18, 19-мӗшӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ.
Маларах каланӑ налуксене ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тӳлемелле.
Ыйтса пӗлес тесен специалистсем патне ҫитсе килме ан ӳркенӗр. Вӗсенчен вӑл е ку территорире мӗнле виҫепе тӳлеттерни тата ҫӑмӑллӑхсем пуррипе ҫукки пирки ыйтса пӗлме май килӗ.
Унсӑр пуҫне налук органӗсем ярса панӑ уведомленисенчи ҫӗр, транспорт, пурлӑх налукӗсен виҫисем тӗлӗшпе тӳрлетӳсем кӗртмешкӗн ыйтса ҫырма пулать.
Уҫӑ алӑксен кунӗсенче налук инспекцийӗсем ҫак графикпа ӗҫлӗҫ: авӑнӑн 18-мӗшӗнче — 8-тан пуҫласа 20 сехетчен, авӑнӑн 19-мӗшӗнче — 10-ран пуҫласа 15 сехетчен.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарти пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Хальхинче шӑматкун кардиологи тата наркологи диспансерӗсем, хулари 1-мӗш клиника пульници тата Кӑнтӑр поселокӗнчи хула пульници пациентсене йышӑнӗ.
Пульницӑсене пыракансен хӑйсемпе пӗрле паспорт, полис пулмалла. Тӗплӗнрех телефонпа шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Кардиологи диспансерӗ — 62-00-25, наркологи диспесерӗ — 23-41-68, хулари 1-мӗш клиника пульници — 26-03-03, хулари 7-мӗш пульница — 23-49-90.
Ҫак телефонсемпе регистратурӑна шӑнкӑравласа тӗплӗнрех пӗлме май пур.
Республикӑри сиплев учрежденийӗсем ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Уҫӑ алӑксен кунне йыхравлаҫҫӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗ (вӑл Гладков урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра, «А» корпусра вырнаҫнӑ) ҫав кун 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен йышӑнать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 62-00-25.
Республикӑри наркологи диспансерӗ 8 сехетрен 14 сехетчен кӗтет. Унта нарколог-психиатр, психолог тата психотерапевт консультаципе пулӑшӗҫ. Вӗсем патне лекме 23-41-68 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин 1-мӗш номерлӗ поликлиники те (тӗп хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 46-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) Уҫӑ алӑксен кунне хутшӑнать. Тухтӑр патне лекес тесен 26-03-03 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Тухтӑрсем направлени парсан ҫын ультрасасӑпа, электрокардиограмма, флюорографи, тӗрлӗ анализ парсах тӗрӗсленме пултарӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча поликлиники те Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Унти ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ – 76-33-80.
Пӗрлехи спортпа сывлӑх кунӗсене ирттересси республикӑра йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Черетлӗ акци ҫитес шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, иртӗ.
Ҫак кун республикӑри тата муниципалитетсенчи спорткомплекссем алӑкӗсене пурин валли те уҫӗҫ. Катоксем, бассейнсем, спорт залӗсем — йӑлтах тӳлевсӗр ӗҫлӗҫ.
Аса илтерер: сывлӑхпа спорт кунне республикӑра кашни уйӑхра, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа, ирттереҫҫӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑннипе килӗшӳллӗн, черетлӗ сывлӑхпа спорт кунӗсем ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, ҫурлан 8-мӗшӗнче авӑнӑн 19-мӗшӗнче, юпан 17-мӗшӗнче, чӳкӗн 21-мӗшӗнче, раштавӑн 19-мӗшӗнче иртӗҫ.
Кӑҫал «Архиври каҫ» акци Чӑваш Енре пӗрремӗш хут иртет. Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑри архив учрежденийӗсен алӑкӗсем пуриншӗн те уҫӑ пулӗҫ.
Патшалӑх истори архивӗнче ав хӑнасене манти тӑхӑннӑ архивариус кӗтсе илӗ. Вал вӗсене учрежденири упрамалли пӳлӗмсене кӑтартӗ. Унтах чӑваш поэчӗпе Константин Ивановпа ҫыхӑннӑ архив докуменчӗсен куравӗ йӗркеленӗ.
Ҫавӑн пекех архивра ӗҫлекенсем кунта килекенсене Шупашкарӑн XVII-XVIII ӗмӗрсенчи историйӗпе паллаштарӗҫ. Акци 17 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен тӑсӑлӗ.
Хальхи истори патшалӑх архивӗнче Чӑваш Енри паллӑ ҫынсен харпӑр фондӗнчи документсемпе курав йӗркелӗҫ. Вӑл 16:00-21:00 сехетсенче иртӗ.
Электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тутарнипе ҫыхӑннӑ мероприятисем иртӗҫ. Кунта вӑрҫӑра, тылра пулнӑ ҫынсен килти архивӗнчи документсене йышӑнӗҫ. Акцие хутшӑнакансем цифра форматне куҫарнӑ документсене флеш-картта ҫине ҫыртарма пултарӗҫ. Акци 17 сехетре пуҫӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |